Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӑвай районӗ

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Наци телекуравне тата «Тӑван радиона» Чӑваш Енре ытларах та ытларах ҫын курма, итлеме пултарӗ. Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Наци телерадиокомпанийӗ Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче радиопередатчик ӗҫлеттерме пуҫланӑ.

Унта Наци телекуравӗпе «Тӑван радио» тест режимӗнче юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ радиокӑларӑмсене Комсомольски, Патӑрьел районӗнчи ҫынсем те итлеме пултараҫҫӗ.

Иртнӗ ҫул «Тӑван радио» Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсене ҫитнӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ перадатчиксем Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ӗҫлеме пуҫлӗҫ.

 

Культура

Чӑваш Енре Ял кинофестивалӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртет. Ӑна хальхинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ, вӑл 5 районта иртӗ. Паллах, Роспотребнадзор сӗнӗвӗсене те шута илӗҫ.

Паян кинофестиваль Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче уҫӑлӗ. 18 сехетре унти кинозалта пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухӗҫ. Кинозалта «Чӑвашкино» ӳкернӗ «Ҫынсем-халапсем» ярӑмри документлӑ фильмсемпе паллашма май пулӗ. Киностудин фондӗнчи илемлӗ фильсемпе те паллаштарӗҫ. Вӗсен йышӗнче – «Ржев» тата «28 панфиловцев».

Юпан 20-мӗшӗнче кинофестиваль Тӑвай районӗнче иртӗ, унтан – Патӑрьел тата Куславкка районӗсенче. Юпан 23-мӗшӗнче мероприяти Муркаш районӗнче вӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=250447
 

Ҫул-йӗр

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче «Мускав — Чулхула — Хусан» автоҫула тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

«М-12» ҫул пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсем урлӑ иртмелле. Пирӗн регионта унӑн тӑршшӗ 98 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫула 2024 ҫулхи ҫур-кунне туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ.

Ҫул-йӗр тӑвас ыйтупа яваплисем ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ дирекци йӗркеленӗ. Халӗ территорие планлас енӗпе кирлӗ хутсене хатӗрлеҫҫӗ.

Машинӑсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремеллискер «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай» ҫулӑн пӗр пайӗ пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ
pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр арҫын ҫынна пулӑшас тесе укҫасӑр юлнӑ. Пӑтӑрмах Совхоз урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче пулса иртнӗ.

51 ҫулти арҫын патне пӗр ҫамрӑк пынӑ, ӑна вӑл йӑпӑртлӑха шӑнкӑравлама телефон пама ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Телефонпа айккинелле пӑрӑнсан хайхи этем арҫын телефонӗ ҫинчен хӑйӗн картти ҫине укҫа куҫарнӑ. Ҫавна ҫирӗплетекен ҫырусеӗе ҫийӗнчех хуратнӑ.

Ҫынна пулӑшма килӗшнӗ арҫын укҫа ҫухалнине темиҫе сехетрен ҫеҫ сиснӗ. Вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем Тӑвай районӗнчи 25 ҫулти ҫамрӑка тытса чарнӑ. Вӑрланӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Культура

Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Моисей Спиридонов. От замысла к воплощению» курав уҫӑлӗ.

Чӑваш АССР халӑх художникӗ, ЧАССР тата РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 130 ҫул ҫитрӗ. Вӑл чӑваш профессионал ӳнер искусствине йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри пулнӑ.

Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑскер ялти икӗ класла шкултан вӗренсе тухса Хусан ҫывӑхӗнчи Шушурари уйрӑм ҫын шкулӗнче ӑс пухнӑ. Хусанти ӳнер шкулӗ хыҫҫӑн вӑл Питӗрти Ӳнер академийӗ ҫумӗнчи ӳнерӗн аслӑ училищинче тата педагогика курсӗнче вӗреннӗ.

 

Культура

Тӑвай районӗнчи Элпуҫ ялӗнчи шкула 1886 ҫулта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев хутшӑннӑ. Унта самана ыйтнине шута илсе Турӑ саккунне, ҫырулӑха, вулама тата арифметикӑна вӗрентнӗ.

1974 ҫулта ҫурта республика шайӗнчи историпе культура палӑкӗ тесе йышӑннӑ.

Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра культура эткерлӗхӗ шутланакан 379 объект пур. Вӗсем – чиркӳсем, купса ҫурчӗсем, 18-20 ӗмӗрсенче тунӑ хуҫалӑх хуралтисем. Росреестрӑн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем ҫавсене тупса палӑртас тесе кӑҫал самай тӑрӑшнӑ. Шел те, 33 ҫурт докуменчӗсене тупма май килмен. Истори пӗлтерӗшлӗ тепӗр 18 ҫурта вара ҫулталӑк вӗҫлениччен кадастр учетне илӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Тӑвай районӗнче ӗнер ҫул ҫинче авари пулнӑ, унта ачасем шар курнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.

15 сехет те 50 минутра Кивӗ Пуянкасси ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ, Канаш районӗнче пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫинче велосипедпа пыракан 10-ри арҫын ача ҫине кӗрсе кайнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тепӗр енне каҫма шутланӑ, айккинелле пӑхман. Хӗрарӑм ун ҫине кӗрсе каяс мар тесе тӑрӑшнӑ-ха, анчах иномарка юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Салонра вара 3 ача пулнӑ. Вӗсем – 1-5 ҫулсенче. Юрать, вӗсем ятарлӑ кресло ҫинче ларнӑ. Салонри ҫынсем кӑштах ҫеҫ суранланнӑ. Руль умӗнче хӗрарӑм урӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66292
 

Сывлӑх

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта пирӗн республикӑра пневмонипе 6 556 ҫын чирленӗ. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан ҫакӑ 2,1 хут ӳснӗ, ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуринчен 2,5 хут нумайланнӑ. Ҫак цифрӑсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ.

Вирус пуҫарнӑ пневмонипе 1 351 ҫын чирленӗ. Бактери пневмонийӗ 1 902 пациента ҫакланнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗнче пневмонипе пӗлтӗрхи ҫав уйӑхринчен 5,7 хут ытларах чирленӗ. Кӑшӑлвируса пула пуҫланнӑ пневмонипе чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар, Канаш, Тӑвай районӗсенче уйрӑмах нумай шута илнӗ.

 

Вӗренӳ
obruchev.mos.ru сайтри сӑн
obruchev.mos.ru сайтри сӑн

Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 4981 ҫын Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 1593-шӗ 80 балран ытларах пухнӑ. Ултӑ ҫын чи пӗчӗк балл та илеймен.

Лайӑх кӑтарту: 30 ҫын вырӑс чӗлхи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ. Вӗсем Шупашкартан, Вӑрнар, Комсомольски, Пӑрачкав, Тӑвай районӗсенчен, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлерен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан.

Сӑмах май, кӑҫал информатикӑпа 8 яш-хӗр 100 балл илнӗ. Географи предмечӗпе 100 балл пухна 1 ҫын пулнӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви кӑшӑлвируспа чирлекенсен официаллӑ статистикине пичетленӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхи ҫиччӗ ҫитеспе пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа 3956 ҫын чирлет. Ҫав шутран Улатӑр районӗнче – 57 (0); Улатӑрта – 119 (+2); Элӗк районӗнче –​ 42 (+1); Патӑрьел районӗнче –​ 118 (+5); Вӑрнар районӗнче –​ 53 (+3); Йӗпреҫ районӗнче –​ 65 (+1); Канаш районӗнче –​ 124 (+4); Канашра – 132 (+2); Куславкка районӗнче –​ 29 (0); Комсомольски район​ӗнче – 132 (+1); Красноармейски районӗнче – 19 (0); Хӗрлӗ Чутай район​ӗнче – 118 (+1); Сӗнтӗрвӑрри район​ӗнче – 52 (0); Муркаш районӗнче –​ 138 (+2); Пӑрачкав район​ӗнче – 98 (0); Вӑрмар районӗнче –​ 99 (+0); Ҫӗрпӳ районӗнче –​ 94 (+4); Шупашкар районӗнче –​ 193 (+5); Шӑмӑршӑ районӗнче –​ 96(0); Ҫӗмӗрле районӗнче –​ 62 (0); Ҫӗмӗрлере – 151 (0); Етӗрне районӗнче –​ 234 (8); Елчӗк районӗнче –​ 55 (+1); Тӑвай районӗнче –​ 89 (0); Ҫӗнӗ Шупашкарта – 170 (+6); Шупашкарта – 1417 (+32).

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть